Оксана ДЬЯЧУК: Спортсменсем чуна парса тăрăшманни кÿрентерет

Спорт аэробики — гимнастика, акробатика, хореографи, театр ăсталăхне пĕрлештерекен спорт тĕсĕ. Аэробикăпа ачасемпе çамрăксем кăна мар, аслă ӳсĕмри çынсем те туслă. Чăваш Енре спорт аэробики епле аталанать-ха? Кун пирки республикăри спорт аэробикин федерацийĕн ертӳçи Оксана Дьячук каласа кăтартрĕ.

— Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта тата Çĕмĕрле тăрăхĕнчи секцисенче 2000 яхăн çын ăсталăха туптать. Çĕрпӳ хулинчен çӳрекен те пур. Спорт аэробики 1993 çулта Çĕнĕ Шупашкарта аталанма пуçларĕ. Хулари 1-мĕш спорт шкулĕнче спорт аэробикин уйрăмĕ пурччĕ, анчах вăхăт иртнĕçемĕн вăл хупăнчĕ. Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн спорт аэробикин секцине уçма палăртнă. Çĕнĕ Шупашкартан тĕп хулана çӳрекен нумай. Унта спортпа сиплев аэробикин федерацине йĕркеленĕ. Çĕмĕрлере те общество пĕрлешĕвĕ пур. Вăл хулари тата 5 ялти спорт секцийĕсене пĕрлештерсе тăрать. Шупашкарта пирвайхи секцисем Ачасен пултарулăхĕн керменĕнче уçăлнă. Хальхи вăхăтра спорт аэробикин центрĕ — «Спартак» спорт керменĕ. Çавăн пекех хулари 4-мĕш лицейре, Трактор тăвакансен культура керменĕнче, спорт гимнастикин шкулĕнче тата ытти вырăнта аэробистсене хатĕрлеççĕ.

— Оксана Сергеевна, «Аэробика — это просто! От четырех до девяносто» проект çинчен каласа кăтартăр-ха.

— Ку проект пулăшнипе çемье командисем чăмăртанчĕç. Ашшĕ, амăшĕ тата ачисем фестивальсенче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Кокшинсем ку енĕпе чи лайăххисем. Вĕсен хĕрĕ Дарья тĕнче турнирĕсемпе Раççей ăмăртăвĕсенче темиçе хут палăрчĕ, кĕçĕнни Виктор — Казахстанра иртнĕ уçă турнир çĕнтерӳçи. Шупашкарти Морозовсем те маттур. 5 ачинчен иккĕшĕ спорт аэробикине кăмăлланă. Çавăн пекех виçĕ хĕрарăма — асламăшне, амăшне тата хĕрне — пĕрлештерсе тăракан командăсем те пур. Ку ушкăнра Букинсем уйрăмах ăста. Асламăшĕ Ольга Абрамовна çамрăкранпах спортпа туслă, 60 çултан иртнĕ пулин те ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет.

— Сирĕн вĕренекенĕр Алексей Германов Европăпа тĕнче ăмăртăвĕсенче пĕрре мар палăрчĕ. Ăна çитĕнӳ тума мĕн пулăшать?

— Вăл пирĕн пата 9 çулта килчĕ. Ăна 2010 çулта çĕршывăн пĕрлештернĕ командине илчĕç. Питĕ хастар, мал ĕмĕтлĕ, тăрăшуллă çын. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама пĕтĕм вăя хурать. Ăна çут çанталăк пысăк ăсталăх панă. Вăл пур йывăрлăха парăнтарса малалла талпăнать, нихăçан та пуç усмасть, хăш-пĕр чухне ăнманни те ураран ӳкермест ăна. Алексей çĕршыври чи вăйлă спортсмен кăна мар, вăл тренерта та ĕçлет. Пĕлтĕр РФ спорт мастерĕпе Екатерина Алюновăпа çемье çавăрчĕç. Вĕсем мăшăрсен турнирне пĕрре мар хутшăннă, Раççей чемпионатĕнче виççĕмĕш пулнă, çĕршыв кубокĕнче çĕнтернĕ. РФ спорт мастерĕсем Артем Микушкинпа Александра Гордина та çемье чăмăртарĕç.

— Алексей пек пултаруллă спортсменсем ĕçлеме хавхалантараççĕ-тĕр. Тата камсем сире çитĕнӳсемпе савăнтараççĕ?

— 2019 çулта Прагăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ăмăртура юниорсен ушкăнĕнче Артем Васильев уйрăм ушкăнра тата Дарья Красновăпа пĕрле ылтăн медальсем çĕнсе илчĕç. Полина Филипповăпа Анастасия Покровская «бронзăллă» пулчĕç. Çĕршыв чемпионатĕнче мала тухнă Никита Васильев кăçал спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Никита Морозовăн та пуласлăхĕ пур. Маттурри, чăн та, сахал мар, анчах малалла кайма пурне те чăтăмлăх çитмест.

— Спорт аэробикине миçе çулти ачасене илетĕр?

— Пирĕн пата нумаййăн килеççĕ. Пурне те илетпĕр, 3 çултисене те. Ачасене пĕчĕклех «авма» тытăнмалла. Тепĕр виçĕ çултан вĕсем ăмăртусене хутшăнма пуçлаççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн пĕр пайĕ тухса каять паллах, чи маттуррисемпе чăтăмлисем кăна юлаççĕ. Кашнинпе уйрăммăн ĕçлеме тăрăшатпăр. Пирĕн патра вĕсем пур енлĕн аталанаççĕ. Йывăр шăпаллисене те йышран кăлармастпăр. <…>

Андрей МИХАЙЛОВ.

издательский дом Хыпар